Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: ӗҫ укҫи

Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн.

Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, Элӗк районӗнче педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=83761
 

Елчӗк районӗнчи «Знамя» кооператив ертӳҫине ӗҫ укҫипе парӑма кӗрсе кайнӑшӑн пуҫлӑх пуканӗнчен ҫулталӑклӑха хӑтармалла тунӑ. Предприятин 23 ҫынна пурӗ 100 пин тенкӗ ытларах тӳлемелле пулнӑ. Тен, прокуратура шеллетчӗ те пуль-ха, асӑрхаттарнипех ҫырлахатчӗ-тӗр, анчах кун пек «ҫылӑха» ертӳҫӗ унччен те пӗрре кӗнӗ иккен. Хальхинче вара дисквалификацилемех йышӑннӑ. Кун пек сӗнӳпе малтан суда тавӑҫпа тухнӑ — тӳре килӗшнӗ.

Сӑмах май, «Знамя» кооператив пуҫлӑхӗ евӗр айӑплава кӑҫал республикӑри 13 ертӳҫӗ хӑйӗн тӑрӑх курса ӗненнӗ.

 

Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун Шупашкарта, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче республикӑра ӗҫлекенсен шалу укҫийӗ мӗнле шайра тӑнине сӳтсе яврӗҫ.

Республикӑра ҫак хушӑра медицина тата социаллӑ енпе ӗҫлекенсен шалу укҫине хӑпартмалли программӑна пурнӑҫлама пуҫланӑ. 2012 ҫулта тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 25 784 тенкӗпе танлашнӑ. Кӑҫал вӗрентекенсемпе ача пахчи ӗҫченӗсем шалӑва пӗлтерхи ҫулсенчен ытларах илме пуҫланине палӑртнӑ. Вӗрентекенсен уйӑхне вӑтамран 17 363 тенкӗ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен вӑтамран 14 420 тенкӗ тухнӑ иккен.

Культура министерствинче шантарнӑ тӑрӑх вӗсене пӑхӑнакан учрежденисенче халӑхӑн шалу укҫине виҫӗ хутччен ӳстерме палӑртнӑ. Паянхи куна илсен унти халӑх вӑтамран 9 пин илет иккен. Кусем малашне тухтӑрсенчен те ытларах илме пуҫлӗҫ тесе шутларӑр пулсан — йӑнӑшатӑр, виҫӗ хутччен тени кунта ӗҫ укҫине кӑҫал ака, утӑ тата юпа уйӑхӗсенче хӑпартассине ҫеҫ пӗлтерет. Юпа уйӑхӗ алӑкран шаккама пуҫласан вӗсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ 10 пине ҫеҫ ҫитет имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62869.html
 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 20

1935
90
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
78
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
24
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем